Çуллахи каникул вĕçленчĕ авăнăн 1-мĕшĕ çитрĕ. Виç уйăх тунсăхланă шкул ачисен хаваслă сассисемпе тулчĕ. Хĕвеллĕ кунсенче канса сывлăхĕсене çирĕплетнĕ ачасем авăнăн 1-мĕшĕнче шăнкăрав янăранă май парта хушшине кĕрсе ларчĕç.
Районти пур шкулта та сентябрĕн 1-мĕшĕнче савăнăçлă линейкăсем иртрĕç. Энтрияль вăтам шкулĕнче линейкăна шкул директорĕ А.Г.Гурьев саламлă сăмахсемпе уçрĕ. Иртнĕ веренÿ çулĕнче "5" паллăпа вĕренекенсене тата "4", "5" паллăсемпе вĕренекенсене грамотăсем пачĕ. Канаш район администраци пуçлăхĕн çумĕ М.И.Андреев ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламларĕ, вĕренÿ çулне лайăх паллăсемпе пĕтерме сĕнчĕ.
Андреев М.И. калаçнă хыççăн сăмах ял администраци пуçлăхĕ А.В.Михайлов илчĕ. Вăл ачасене урокра тимлĕ пулма, çул çинче асăрхануллă пулма чĕнчĕ.
1-мĕш класа каякан ачашăн пĕрремĕш хут кĕмĕл саслă шăнкăрав янăрарĕ.
Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче пурне те – ачасене те, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕсене те – ăнăçупа чăтăмлăх сунатпăр.